Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнчи Тури Хурасан ялӗнче пурӑнакан Надежда Афанасьева ялти клуба хӑй туприпе юсанӑ. Ун валли кинемейӗн ӗнепе пӑру та сутма, банкран кивҫен укҫа та илме тивнӗ. Юрать-ха, ачисем ватта ӑнланнӑ — чарман. Ӗҫне пуҫӑнсан ял ҫыннисем те пулӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурт кинемейӗн аслашшӗпе асламӑшӗн пӳрчӗ пулнӑ. Унтах унӑн ашшӗ ҫуралнӑ. Аслашшӗне репрессиленӗ хыҫҫӑн ҫурт вырӑнти колхоза панӑ та клуба ҫавӑрнӑ. Ҫав ҫулсенче клубра концертсем те лартнӑ, ҫӗнӗ мӑшӑрсене те ҫырӑнтарнӑ. Самани улшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн ҫурт никама та кирлӗ мар тӑрса юлнӑ. Унтанпа 14 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра сӗтӗрмеллине сӗтӗрсе-ҫаратса пӗтернӗ. Йӑх-несӗлсен ҫурчӗ ҫапла япӑхса-юхӑнни Надежда Афанасьева чунне хытах хурлантарнӑ. Ҫавӑнпах вӑл ӑна юсас ӗҫе кӳлӗннӗ. Паян унта ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса лараҫҫӗ. Халӗ кинемее юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт никам балансӗ ҫинче те марри кӑна пӑшӑрхантарать. Ял халӑхӗ пухӑннӑ каҫсенче ҫутта вӑл хӑй килӗнчен парса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Калӑн, пӗве юсанӑ. Анчах Муркаш районӗнчи Купӑрля пӗви ахальскер мар. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗн Николай Никольскин ашшӗ тунӑ пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве япӑхма тытӑнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Тепӗр тесен, эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна юсамасӑрах пурӑнман пулӗ. Ахальлӗн ҫавӑн чухлӗ ҫул хушшинче вӑл тахҫанах япӑхса юрӑхсӑра тухса каймалла. Халӗ вара пӗверен ытла пӗве пуҫӗ патӗнчен иртекен асфальт ҫул шывпа йӗпенсе тӑма тытӑннӑ. Пӗвене юсамасан ҫул та япӑхса кайма пултарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ халӑха пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлемен. Ара, пӗве выльӑх-чӗрлӗхе тата йӑрана шӑварма та, пушар тавраш (усалли ан пултӑр та) тухсан шыв илме те кирлӗ-ҫке. Ильич ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ техника уйӑрса панӑ. Ял ҫыннисенчен Л.В. Прокопьев, В.В. Ипатьев, М.М. Васильев, А.Н. Никифоров уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленӗ-мӗн. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫуркуннепе кӗркунне мӗн чухлӗ йывӑҫ лартнине шута илсен пирӗн тӑрӑхри ял-хуласем тахҫанах вӑрмана ҫаврӑнмалла пек. Анчах лартнипе кӑна ҫырлахмалла мар-ҫке, пӑхмалла та мар. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче йывӑҫ-тӗмсене йӗркеллӗ хӗл каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ. Юр хӳсе лартиччен унта ҫамрӑк хунавсене ятарлӑ картапа тытса ҫавӑрнӑ. Чӑрӑшсемпе туясене вӗсем юр ватса пӗтересрен пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хурӑнлӑх тавралӑхӗ. Н. Плотников сӑнӗ Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче экологи эрни йӗркеленӗ-мӗн — ун шайӗнче Хурӑнлӑх ялӗ ҫумӗнчи пысӑк пӗвене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 61 михӗ пуҫтарӑннӑ. Ҫак ӗҫе йӗркелекенӗ — Сарапакасси ял тӑрӑхӗнчи ветерансен ертӳҫи Ольга Дмитриева. Мӗн кӑна хӑвармаҫҫӗ пуль ҫак таврана канма килекенсемпе пулӑ тытакансем. Кантӑк, пластик кӗленчесем, консерва банкисем, полиэтилен хутаҫӗсем пӗтӗм тавралӑх илемне пӑсса выртнӑ. Ял ҫыннисене ҫакӑ питӗ килӗшмест. Ҫавӑнпа та ирхине кӗтӳ ярсанах ҫынсем алла михӗсем йӑтса пӗве хӗррине васканӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре парксен йышӗ пӗрре маррине пӗлетӗр пулӗ. Кӑҫал вара вӗсем пӗринче ача-пӑча паркне ӑҫталама пуҫланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтрах тытӑннӑ — нимелле чуччу, турник тата сак ӑсталаса лартнӑ. Кӗр вӑхӑтӗнче те ӗҫ сӳнсе ларман кивӗэйпеҫсен — ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Казанцев Василий Петрович ертсе пынипе ача-пӑча парне маллалла ӑсталаҫҫӗ. Хальхинче каток валли вырӑн тума татӑнчӗҫ. Материалӗпе Казанцев А.Н. тивӗҫтернӗ иккен, Лебедев А.Н. вара платник ӗҫне тӑвать — савалать, касать, якатать. Ӗҫе вӗҫлесен ку парк ачасемшӗн чӑн та чаплӑ вырӑн пулма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчи Вӑтам Ҫавал юханшывӗ ҫинче плотинӑна тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫ валли пурӗ 9,1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку виҫерен пысӑк пайӗ, 8 миллионӗ, федераци хыснинчен килнӗ. 700 пинне республика хыснинчен уйӑрса хӑварнӑ, 290-шне — вырӑнти бюджетран. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, плотинӑна юсама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ. иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче туса лартнӑскер ишӗлме пуҫланӑ. Юсав епле пынипе паллашма ӗнер унта ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Евгений Юшин тата вырӑнти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Павлов плотинӑна юсанӑшӑн ҫынсем савӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫак кунсенче Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗнче ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Унта ҫӗр лаптӑкӗ 5 476 гектарпа танлашать иккен, ҫав шутран пысӑк пайӗ, 4 356-шӗ, ял хуҫалӑх тӗллевли. Юлашкинчен асӑннинчен пысӑк пайӗ вырӑнти «Шимкусский» коооперативӑн тата Н.В. Морякова фермерӑн. Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗ хуҫасӑр 79 ҫӗр пайне харпӑрлӑха куҫарассипе ҫине тӑрать иккен. Лаптӑкпа пӑхсан, ку вӑл 165 гектар пухӑнать. Йӑлари хытӑ каяшсене турттарма пӗр предприятипе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкнӑ икӗ факт пӗлтӗр пулнӑ-ха. Ҫӳп-ҫапа пырса тӑкнӑ ҫынсене тупса хайхисене штрафламалла тунӑ. Хальхи вӑхӑтра Турикас Тушкил тӑрӑхӗнче тек кӑлтӑк асӑрхаман. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хохловсен кил-йышӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Ҫулталӑк кил-йышӗ — 2013» конкурс иртрӗ. Унта районти вунӑ ял тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗринпе чылай ҫул хушши килӗштерсе, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнакан чыслӑ ҫемьесем хутшӑнчӗҫ. Малти вырӑна 25 ҫул юнашар утакан ҫемье, Хӗрлӗ Чутайри Хохловсен ҫемьи тухрӗ. Вӗсем район чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Надежда Валентиновнӑпа и Юрий Михайлович районта асӑннӑ ҫынсем. Юрий Михайлович Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра художник-оформитель пулса ӗҫлет, унӑн мӑшӑрӗ — Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта пуҫламӑш классене ҫырма-вулама хӑнӑхтарать. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Надежда Хохлова районти класс ертӳҫисем хушшинче ирттернӗ «Самый классный классный» (чӑв. Чи маттур класс ертӳҫи) конкурсра районта малти вырӑна тухрӗ. Мӑшӑрӑн тӑватӑ ача. Аслӑ ывӑлӗ Димитрий Мускаври МАДИ институчӗн студенчӗ, иккӗмӗш ывӑлӗ Никита — Мускаври политехника институтӑн Шупашкарти филиалӗн студенчӗ. Хохловсем икӗ ача усрава илнӗ, вӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ, арҫын ачи 8-мӗш, хӗрачи 7-мӗш классенче. Хохловсен ачисем яланах хастарлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ конкурс-олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пуҫлӑх патне каякан кирек епле ҫын та пулӑшу кӗтсе илессе шанать. Район шайӗнчи пуҫлӑхсем патнех те халӑх чун ыратӑвӗпе ҫитет. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ҫак эрнере ирттернӗ йышӑнӑва вунӑ ҫын пынӑ. Вӗсем — Кӳкеҫ, Ишлей, Шӗнерпуҫ тата Лапсар ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем. Кама мӗн пӑшӑрхантарать-ха? Халӑхӑн ыйтӑвӗ, пӗтӗмӗшле илсен, пӗр пекрех. Сӑмахран, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗр уйӑрса парасси, ҫӗнӗ урамсене шыв тата ҫутӑ кӗртесси. Ишлей ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та, ав, ҫӗр ыйтӑвнех хускатнӑ. Нумай ачаллисем вӑл тӑрӑхра 31 ҫемье ҫак ӗмӗтпе ҫунатланать иккен. Паянхи куна илсен вуннӑшне кӑна тивӗҫнӗ-мӗн. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫакӑншӑн Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӳпкелесе илнӗ. Вырӑнта ҫине тӑманнине пула юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫӗр участокӗсене виҫтермен иккен. Анчах ку ыйтӑва хӑй еккипе ямӗҫ — яваплисене ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ. Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тата урама машинӑсем кӗртес мар тесе пӗренесем хурса тухнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |